Шупашкарта предприяти-организаци ятне тӗрӗс мар ҫырнине унта та кунта асӑрхама пулать. Ҫавӑн пек кӑлтӑксенчен пӗрне Чӑваш Республикинчи наципе культура аталанӑвӗн «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ нумаях пулмасть асӑрханӑ.
Хастарсен куҫӗ тӗлне Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин "Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗн «Трактор тӑвакансен культура керменӗ» хӑй хальлӗн ӗҫлекен учрежденийӗ лекнӗ. Унӑн информаци хӑми ҫине «керменӗ» сӑмаха «кермӗне» тесе ҫырса хунӑ.
Кӑлтӑк пирки «Ирӗклӗх» Культура министерствине йӑнӑша тӳрлетме ыйтса ҫыру шӑрҫаланӑ. Хӑйсен утӑмне хастарсем культура керменӗнче иртекен тӗрлӗ мероприятие чӑваш халӑхӗ йышлӑ ҫӳренипе, чӑваш чӗлхипе тӗрӗс те таса усӑ курни чӗлхе аталанӑвне витӗм кӳнипе сӑлтавланӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри тӗп стадионта ӗнер Республикӑри ача-пӑча сабантуйӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ йӗркеленӗ.
Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Альбир хазрат Крганов муфти тата ыттисем пулнӑ. Уява республикӑри культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та ҫитнӗ.
Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс иртессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра йӗркеленӗччӗ. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне, «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурссене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче поэтсемпе спортсменсем пухӑннӑ. Мероприяти пирки республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствинче «тӗлӗнмелле кӑмӑллӑ» тесе пӗлтереҫҫӗ.
Вулавӑшра поэтсемпе спортсменсем курнӑҫнин сӑлтавӗ икӗ Владимир туслӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Пӗр Владимирӗ — Мускаври патшалӑх университечӗн профессорӗ, Раҫҫейӗн Писательсен союзӗн Мускаври организацийӗн пайташӗ Владимир Ежов теннисист. Тепри — Чӑваш Енӗн федерацийӗн вице-президенчӗ, Бокс енӗпе 1983 ҫулта Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ Владимир Ельник. Ӑш пиллӗ курнӑҫӑвӑн тӗп сӑлтавӗ Владимир Ежовӑн «Мне нужна в турнире Муза» ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курни темелле.
Литература каҫне Чӑваш Республикин Писательсен союзӗн пайташӗсем, поэзие юратакансем, спортсменсем пуҫтарӑннӑ.
Республикӑн Наци вулавӑшне Владимир Ежов хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутай районне «Министерство пуйӑсӗ» пырса ҫитнӗ. Пысӑк портфельлӗ ҫынсем, ӑнланнӑ тӑрӑх, пуйӑспа мар, урапасемпех ыпрса ҫитнӗ.
Акци ятне ҫавӑн пек панӑскере хутшӑннисен йышӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав, Культура, Ӗҫлев, Транспорт тата Ял хуҫалӑх министерствисенче тӑрӑшакан тӳре-шара пулнӑ. Пуҫлӑхсенчен ҫавӑн пекех Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Чӑвашпотребсоюз ертӳҫи Валерий Павлов тата вырӑнти район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, район администрацине ертсе пыракан Александр Башкиров пулнӑ. Вӗсем халӑхпа тӗлпулнӑ, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ тесе ҫырнӑ Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн сайтӗнче.
Ҫынсемшӗн чи пахи — тӗрлӗ тухтӑр тӗрӗслени. «Министерство пуйӑсӗ» акцине ирттернӗ май хӗрлӗ чутайсене ача-пӑча кардиологӗ, невролог, гастроэнтеролог, уролог, акушер-гинеколог, онкомаммолог 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 14 сехетчен тӗрӗсленӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Александр Кураков паян 55 ҫул тултарнӑ.
Хыпар ятӗнче курак таврӑннӑ чухне ҫуралнӑ терӗмӗр те, тӑван тӑрӑха кӑнтӑр енчен ҫав кайӑксем тата маларах таврӑнаҫҫӗ-ха, Александр Кураков вӗсенчен мӗн тесен те кӑшт юлнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра ҫуралса ӳснӗ каччӑ 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищине вӗренсе пӗтернӗ. Артист ӑсталӑхне ҫӗршывӑн тӗп хулинче туптанӑ нумай ҫын пекех уншӑн та Шупашкарти академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл, ытти ӗҫтешӗ пекех, чылай сӑнар калӑпланӑ. Пысӑккине те, пӗчӗккине те юратса вылянӑ. Театр ӳнерне аталантарма тӳпе хывнӑшӑн ӑна Чӑваш Енӗн Культура министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Календарьти ҫак кунсенчи паллӑ пулӑмсенчен пӗри вылякан пуканесемпе ҫыхӑннӑ. Виҫӗмкун вӗсем пӗтӗм тӗнчипех хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ. Пуканесен кунӗнче чӑваш пуканисем, урӑхла каласан, Чӑваш патшалӑх пуканесен театрӗ Мускава тухса кайнӑ. Унта вӗсене Ӳнер ӗҫченӗсен тӗп ҫуртӗнче иртекен гала-концерта йыхравланӑ. Ҫапла вара ӗнер вӗсем унта хӑйсен тӗрлӗ регионти ӗҫтешӗсемпе пӗрле пултарулӑха Мускав сцени ҫинче кӑтартнӑ.
Чӑн-чӑн пуканесем, ӑстаран та ӑстасем хутшӑнакан мероприятие пирӗн артистсене кашни ҫулах йыхравланине ӗнентерет республикӑн Культура министерстви. Классика меслечӗпе лартнӑ спектакльсемпе пӗрлех ӑсталӑха ҫӗнӗ йышши мелпе куракан патне ҫитерекен номерсем те ун пек уявсенче туллиех тесе ӗнентереҫҫӗ. Пирӗннисем К. Чуковский хайлавӗпе лартнӑ «Муха-цокотуха» юмаха кӑтартнӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» центрӗ «Чӑваш литературинчи ӗҫ ҫыннин прозӑри сӑнарӗ» темӑпа уҫӑ лекци ирттернӗ. Ӑна вулавӑш И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе филологи факультечӗн тӗпчевҫисемпе пӗрле йӗркеленӗ.
Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Александр Мефодьев чӑваш литературинчи рабочи сӑнарне тӗплӗн уҫса пани пирки пӗлтерет республикӑн Культура министерстви. Филолог ӗҫ ҫынни сӑнарне икӗ пая уйӑрнӑ: хресчене тата рабочие. Рабочи теми пахалӑхӗпе ял темине ҫитеймест, апла пулин те Совет саманин юлашки тапхӑрӗнче ҫыравҫӑсем чылай паха роман калӑпланӑ тесе шухӑшлать иккен тӗпчевҫӗ. А. Талвирӑн «Никӗс», И. Лисаевӑн «Тивӗҫ», Г. Красновӑн «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет», «Кӗвӗҫекене кӗвӗ ҫиет» романӗсем, В. Чебоксаровӑн «Вутпа тимӗр», И. Григорьевӑн «Хумсем пӗрлешеҫҫӗ» повеҫсем — ҫаксем тата ытти хайлавсем тӗрлӗ савут-хапрӑкра ӗҫлекенсен пурнӑҫне уҫса панӑ.
Ӗҫ теми халӑх сӑмахлӑхӗнче те анлӑ тӗл пулать: сӑвай ҫапакансен, бурлаксен, кӗпер тӑвакансен юррисем халӑхра хӑй вӑхӑтӗнче питӗ анлӑ сарӑлнӑ.
Литературӑпа ӳнер енӗпе республикӑри премие илессишӗн кӑҫалхи конкурса пурӗ пилӗк ӗҫ суйласа илнӗ. Вӗсене икӗ кун каяллах Чӑваш Енӗн Культура министерствине пухӑннӑ ҫав преми енӗпе ӗҫлекен комисси тишкернӗ-хакланӑ та конкурса хутшӑнма ирӗк парас тесе йышӑннӑ.
Халӗ вара — преми пирки ӗмӗтленекен ӗҫсемпе паллаштарар.
Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗ ӑслӑлӑхпа художество кӑларӑмӗсем кун ҫути кӑтартнӑ Владимир Иванов (Алмантай), Юрий тата Сергей Ювенальевсен ӗҫӗсен ярӑмне тӑратнӑ; Чӑваш художникӗсен союзӗ — этнокультурӑн нумай енлӗхне кӑтартакан произведенисен ярӑмне (авторӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавателӗ Татьяна Шаркова); Культура эткерлӗхне упрассипе ӗҫлекен патшалӑх центрӗ — «Объекты культурного наследия Чувашской Республики» каталога (автор — Николай Муратов); И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ — «Чувашская детская литература: 60–80-е годы» монографие (авторӗ — Александр Мефодьев); А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексӗ — «Чувашия космическая» каталога (авторӗсем — Зоя Антонова, Джалиля Гайнутдинова тата ыттисем).
Матреиалсем пирки шухӑш-кӑмӑла ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: 428004, Шупашкар, Президент бульварӗ, 17-мӗш ҫурт, 412-мӗш пӳлӗм.
Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Константин Яковлева шаннӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренӳри философи докторех-ши текен шӑв-шав хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тухса кайрӗ.
Культура министрӗн лавне туртма кандидат е доктор пулни кирлӗ мар-ха. Ара, пултарсан ӗҫлетӗр-иҫ. Константин Яковлев хӑй пирки таҫта вӗренӳри философи докторӗ тесе кӑтартнӑ курӑнать те, сӑнавҫӑсем вара ку фактпа кӑсӑкланса кайнӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӑн диссертацийӗпе тата ӑсчах степенӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пур. Ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата наука министерстви Чӑваш Енри ҫак тӳре-шаран кандидат степеньне йышӑнма май ҫуккине официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ведомство «Наука тата патшалӑхӑн наукӑпа техника политики» федераци саккунӗнчи йӗркене тӗпе хурса ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳри философи докторӗ пулмасть.
Константин Яковлевӑн пӗлӗвӗпе «Парнас» регионти организацин пайташӗ Дмитрий Семенов кӑсӑкланнӑ.
Федераци ведомстви 2002 ҫулта пирӗн ҫӗршыв правительствипе Украинӑн Министрсен Кабинечӗ ӑслӑлӑх тата ӑслӑлӑхпа педагогика кадрӗсене аттестацилесси енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пусса ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Константин Яковлев профессилле ӳнер ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркеленӗ.
«Профессилле ӳнер. Ӗнер. Паян. Ыран» ят панӑ ҫавра сӗтеле йыхравланисемпе Константин Геннадиевич официаллӑ мар лару-тӑрура — чейпе хӑналанӑ тата хӑналаннӑ май — калаҫнӑ.
Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ, культурӑпа ӳнерти паллӑ ӗҫченсемпе — артистсемпе, ҫыравҫӑсемпе, художниксемпе — сӑмахланӑ май министр тивӗҫне пурнӑҫлакан К. Яковлев кашни ҫын культура пӗлтерӗшне ӑнланса илтӗр тесе тимлемеллине палӑртса хӑварнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл: «Эпир хамӑр культурӑна парса хӑварассишӗн республика, ҫамрӑк ӑру умӗнче яваплӑ», — тесе каланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |